4307 | «Алай-алай» ҫӑварне кӑмпа тухсан кукӑль туса ҫийӗттӗм. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4258 | Айхӑ — вилӗм теҫҫӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4107 | Ал вараланни тасалать, чун вараланни тасалмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4108 | Ал суранне чун туять, чун суранне мӗн туять? | Чун — Ӳт-пӳ |
4109 | Алӑ хуҫӑлсан сыпӑнать, ура хуҫӑлсан сыпӑнать, чун хуҫӑлсан сыпӑнмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4110 | Алла алӑ ҫӑвать, кӑмӑла кӑмӑл уҫать. | Чун — Ӳт-пӳ |
4257 | Анасласа ларакан ҫыннӑн ыйӑхӗ сирӗлсе кайнӑ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4308 | Ах! ах! кӑмпи шӑтсассӑн ассӑн сывласа ярӑттӑм. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4111 | Ӑсу пысӑк пулмасан та чуну таса пултӑр теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4112 | Вӑрманти ҫӑкан хӑвӑлӗ пур, такмаксен юрлас кӑмӑлӗ пур. | Чун — Ӳт-пӳ |
4309 | Ӗмӗрте пулнӑ ӗмӗте ӗҫе кӳртсе пыр. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4310 | Ӗмӗт — вӑрман хыҫӗнче, вилӗм — ҫурӑм хыҫӗнче. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4314 | Ӗмӗт Атӑл пӗвенӗ тет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4312 | Ӗмӗт вӗҫет малалла, телей юлать каялла. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4313 | Ӗмӗт вӗҫне ҫитмесӗр аллуна ан ус. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4311 | Ӗмӗт ӗмӗтпе юлать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4315 | Ӗмӗт пулсан шанӑҫ пур. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4316 | Ӗмӗт пуррисем телейлӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4317 | Ӗмӗт пуҫра, вилӗм хыҫра. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4318 | Ӗмӗт ҫӗлен ҫип мар, пӗр татӑлсан сыпма ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4319 | Ӗмӗт ҫулне мур татнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4320 | Ӗмӗт хыҫҫӑн ан кай. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4321 | Ӗмӗт хыҫҫӑн ӗмпӳ пулаймӑн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4322 | Ӗмӗтӗн вӗҫе-хӗрри ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4323 | Ӗмӗтӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4324 | Ӗмӗтленме пӗлекенӗн ҫӑлтӑрӗ ҫутӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4325 | Ӗмӗтленме ҫӑмӑл та, пурнӑҫлама ҫӑмӑл мар. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4326 | Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтрен татӑлни йывӑр япала. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4327 | Ӗмӗтленни ӗмӗре кӗскетмест. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4328 | Ӗмӗтленни пӗр пурнӑҫланса пырас ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4329 | Ӗмӗтленсе ларнипе ӗне илме ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4330 | Ӗмӗтленсе хуни ӗнсе кайма та пултарать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4331 | Ӗмӗтлӗ ҫын ӗмпӳрен те ирттернӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4332 | Ӗмӗтлӗ ҫын ҫунатлӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4333 | Ӗмӗтре пулнӑ ӗмӗте ӗҫе кӳртсе пыр. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4334 | Ӗмӗтрен ан татӑл тенӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4335 | Ӗмӗтсем малалла, ӗмӗрсем ҫех каялла. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4336 | Ӗмӗтсӗр пупа прихут ҫитмен. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4337 | Ӗмӗтсӗре ҫӗр ҫитмен. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4338 | Ӗмӗтсӗре тӳпе ҫитмен. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4339 | Ӗмӗтсӗрӗн ӗмӗчӗ кӗске. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4340 | Ӗмӗтсӗрӗн непси пысӑк. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4341 | Ӗмӗтсӗрӗн часах шалчи тулать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4342 | Ӗмӗтсӗрленсен те ылтӑн улма ума ӳкес ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4343 | Ӗмӗчӗ пур чух лаша та ӗрӗхет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4259 | Йывӑр ыйӑхлӑ ҫынна тупӑран персе те вӑратаймӑн теҫҫӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4117 | Камӑл кӑвакра та, кут пӑхра теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4120 | Камӑл турам виҫ турам теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4121 | Камӑл турам пӗр турам. | Чун — Ӳт-пӳ |
4125 | Камӑллӑ ҫыншӑн пурте кӑмӑллӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |